Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Спорт
8 Апрелӗн 2025, 12:00

Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать

Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă тăваççĕ. Сывлăх кунне уявласси 1950 çултанпа йăлана кĕнĕ. Çак куна халалланă мероприятисене сывлăх çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнланма пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралатьСпорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать
Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать

Апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнчи спорт залĕнче Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр (ГТО) спорт фестивалĕ иртнĕ.

Спорт уявĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри командăсем - «Фиксики», «Смешарики» тата «Сокол» - ăмăртнă.  Вĕсен йышĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсен çемье пайташĕсем те пулнă. Аслисемпе ачасем пĕр вырăнтан тăршшĕне сикнĕ, çурăм çине выртса кĕлеткене çĕкленĕ. Спортри маттурлăх вăй-хал хăнăхăвĕсенче лайăх курăннă, ăмăртура кулса-шÿтлесе выляни командăсен туслăхĕ çирĕп пулнине кăтартнă.

Кăтартусене шута илес пулсан «Сокол» ушкăн çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Спорт уявне хутшăнакансене Хисеп хучĕсемпе тата медальсемпе наградăланă. Куракансем  кăмăллă юлнă, вĕсем пĕр-пĕр командăшăн пысăк хавхаланупа «чирленĕ».     

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă ăмăрту хĕрÿ те савăнăçлă иртнĕ, лайăх кăмăл-туйăм парнеленĕ.   

Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.

Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать
Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать
Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать
Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать
Спорт вăл – сывлăх, унран лайăх кăмăл çуралать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас