Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Спорт
16 Майӑн 2025, 06:00

Каратистсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пилĕк медаль çĕнсе илнĕ

Пушкăртстанри каратистсем Краснодар хулинче иртнĕ «Кубок Шихана» Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пилĕк медаль çĕнсе илнĕ. ПР Спорт министерствин информацийĕпе килĕшÿллĕн республика спортсменĕсем кумитэ тата ката спорт тĕсĕсенче палăрнă.

Каратистсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пилĕк медаль çĕнсе илнĕКаратистсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пилĕк медаль çĕнсе илнĕ
Каратистсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пилĕк медаль çĕнсе илнĕ

Хĕрарăмсен хушшинче, 50 килограмм çитичченхи виçере, кумитэ кĕрешÿ енĕпе Ангелина Шарифуллина çĕнтернĕ. Çамрăксен хушшинче Валерия Митюшкина мала тухнă. Унсăр пуçне Валерия ката дисциплинăра пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Çамрăксен хушшинче, 60 килограмм çитичченхи виçере, пĕрремĕш вырăна Ксения Скородумова тивĕçнĕ, иккĕмĕшне – Юлия Гизатуллина (хĕрарăмсен хушшинче). 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас