Пур хыпар та
Спорт
22 Майӑн 2025, 17:00

Благовещенск хулинче бассейнлă комплекс хăпартнă

Благовещенск хулинчи бассейнлă физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплекса хута яма палăртаççĕ.

Благовещенск хулинче бассейнлă комплекс хăпартнă
Благовещенск хулинче бассейнлă комплекс хăпартнă

Пушкăртстанри Строительство министерствин пуçлăхĕ Артем Ковшов пĕлтернĕ тăрăх, халĕ объектра Çурт-йĕрпе строительство надзорĕн Пушкăртстан Республикинчи патшалăх комитечĕн специалисчĕсем ĕçлеççĕ.

Çĕнĕ спорт комплексĕнче бассейнсăр пуçне  тата темиçе зал пур (кĕрешмелли, тренажер, вăйă)

 - Çакă Благовещенск хулинчи пĕрремĕш спорткомплексĕ шутланать. Объекта уçассине спортсменсемпе çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, - палăртнă Артем Ковшов.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас