«Забег.РФ» («Чупăм.РФ») Раççейри чи пысăк спорт мероприятийĕ шутланать. Кăçал вăл Раççейри 180 пин çынна çеç мар, ытти 25 çĕршыври чупакансене те пухнă. Ĕпхÿ хули ăмăртăва хутшăнакансен шучĕпе рекорд çирĕплетнĕ. Старта 3800 çын тухнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 700 çын нумайрах хутшăннă.
Çĕршыври тĕрлĕ вăхăт тăрăхĕнчи (часовой пояс) пин-пин çын «Забег.РФ» пĕр вăхăтра старта тухаççĕ. Чупакансен шучĕ çулсерен ÿсет. Кăçал Раççейпе пĕрле 25 çĕршыв çынни чупнă терĕмĕр. Вĕсен шутĕнче Китайра, Бразилире, Индинре пурăнакансем те пур. Ăмăртăва хутшăннисем 1, 5, 10 тата 21 çухрăм чупнă. Вĕсен шутĕнче Ермеккей районĕнчи Янăшма шкулĕнче вĕренекен Дарина Федоровапа Ксения Тимофеева пурри савăнтарать. Маттур хĕрсем хĕлле йĕлтĕрпе иртекен район, республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ пулсан çулла та тунсăхласа лармаççĕ. Дарина 14-17 çулхи хĕрсем хушшинче пĕр çухрăма чупса 1-мĕш вырăн йышăннă.
Маттур, чăваш хĕрĕсем. Ăнăçу сире. Эпир сирĕнпе мăнаçлантпăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА. Ермеккей районĕ.