Пур хыпар та
Спорт
17 Июнӗн 2025, 16:47

«Хулари тренер» программăна хутшăннисем 1 млн тенке тивĕçĕç

«Хулари тренер» программăна хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă. Çакăн çинчен республика правительствин премьер-министрĕн çумĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов хăйĕн телеграмм-каналĕнче пĕлтернĕ.

«Хулари тренер» программăна хутшăннисем 1 млн тенке тивĕçĕç
«Хулари тренер» программăна хутшăннисем 1 млн тенке тивĕçĕç

Вице-премьер программа суйлавĕ витĕр иртнĕ кашни тренера 1 млн тенкĕлĕх укçа сертификачĕ парасси пирки каланă.

«Тÿлеве пурăнмалли вырăн (уйрăм çурт е хваттер), çурт валли çĕр лаптăкĕ туянма, ипотекăна тÿлесе татма, çурт хăпартнă çĕре яма юрать, - палăртнă Руслан Хабибов.

Заявкăсене спорт сферинчи патшалăх  йĕркелÿ управленийĕнче (Ĕпхÿ хули, Совет урамĕ, 18 çурт, 4 пÿлĕм). Кирлĕ документсен списокне ведомствăн сайтĕнче кăтартнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас