Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Спорт
19 Июнӗн 2025, 10:00

Паянхи куна тивĕçтерекен бассейна 2026 çулта туса пĕтерĕç

Октябрьски хулинчи паянхи куна тивĕçтерекен бассейна 2026 çулта туса пĕтерĕç. Çакăн пирки республика правительствин вице-премьерĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ.

Паянхи куна тивĕçтерекен бассейна 2026 çулта туса пĕтерĕçПаянхи куна тивĕçтерекен бассейна 2026 çулта туса пĕтерĕç
Паянхи куна тивĕçтерекен бассейна 2026 çулта туса пĕтерĕç

Руслан Хабибов каланă тăрăх, 50 метрлă бассейна «Бизнес-спринт» федераллă проект витĕмĕпе тăваççĕ. Паянхи кун обществăлла апатлану тата гостиница вырнаçмалли секторăн  никĕсне хывас ĕç вĕçленсе пырать, çавăн пекех бассейн никĕсне те тума пуçланă.

 - Чăн малтан проектпа килĕшÿллĕн 25 метрлă бассейн пулмаллаччĕ. Анчах инвестор хула администрацийĕ пулăшнипе унăн тăршшĕне 50 метра çитерсе проекта пурнăçа кĕртме пикенчĕ. Улшăнусемпе çыхăннă тăкаксене инвестор хăйĕн укçи-тенкипе саплаштарĕ. Асăннă спорт объекчĕ  хула çыннисене хăй патне туртасса шанатăп, - тенĕ вице-премьер.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас