Пур хыпар та
Спорт
29 Июлӗн 2025, 13:00

Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ

2025 çулхи июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мияки районӗнчи Нарыстау ту аркинче "Нарыстау-трейл" чупу иртнĕ.

Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ
Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ

Ăна пӗрлехи вӑйпа "Пушкӑрт сукмакӗ" («Башкирская тропа») спорт пӗрлешӗвӗ тата Lady Run Ufa тĕрлĕ темăллă чупăшусене йĕркелекен пӗрлӗх, Мияки район администрацийĕ, «Нарыстау» кану бази йӗркеленӗ. Ăмăртăва хутшӑнакансем 7, 14 тата 21 ҫухрӑмлӑ дистанцисене пăхăнтарнă. Уçă сывлăш, вĕçĕ-хĕррисĕр ирĕк вырăнсем, илемлĕ тавралăх хăнасене тыткăна илнĕ.

Ача-пăчасем валли уйрӑм старт йӗркеленине, вĕсем чӑн-чӑн трейл дистанцине (сӑрт, тикĕс мар çул тăрăх) иртнине, финишра вӗсене медальсем кӗтнине Мияки район администраци пуҫлӑхӗ Наиль Гумеров пĕлтернĕ. Трейл-чупувӑрманти, паркри сукмаксем, хирсем, тусем, тикĕс мар çĕр пичĕ тăрăх чупассипе çыхăннă спорт тӗсӗ.

Çавăн пекех мероприятин программине Эльмира Мамаева реабилитолог ирттернĕ тренировка, «Мирас» фольклор ушкăнĕн юрă-кĕвĕ номерĕсем, Гульназ Батырова пăта çинче çÿренине кăтартни, Мияки ялĕн  ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн ăмăртăвĕсем те кĕнĕ.

Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ
Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ
Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ
Cӑваплӑ ту ҫинче трейл-чупу иртнĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас