Пур хыпар та
Спорт
13 Августӑн 2025, 16:30

Ĕпхÿре вăйлă хĕрарăмсен-боксерсен ăмăртăвĕ иртĕ

Ĕпхÿ хулинче хĕрарăмсен хушшинче бокс енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ. Пушкăртстанăн тĕп хулине çĕршыври 180 вăйлă хĕрарăм, 50 тренер тата 35 судья килсе çитĕç. Ăмăрту ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ, декбрь 7-мĕшĕнче вĕçленĕ. Çакăн пирки ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

Ĕпхÿре  вăйлă хĕрарăмсен-боксерсен ăмăртăвĕ иртĕ
Ĕпхÿре вăйлă хĕрарăмсен-боксерсен ăмăртăвĕ иртĕ

Çавăн пекех сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ĕпхÿри Кĕрешÿ керменĕнче ултă çĕршыври 14 спортсмен «Чемпионсен каçĕ» профессиллĕ бокс каçне пухăнĕç.

 - Трансляци йĕркелĕç, Пушкăртстан çыннисем тĕрлĕ самантсене курма пултарĕç. Хамăрăннисене илес пулсан, бокс енĕпе Раççей чемпионатне  11 хĕрарăм-спортсмен хутшăнĕ. «Чемпионсен каçĕнче» Артур Субханкуловпа Денис Габдрафиков, Бекхан Исраиловпа Азалия Аминева вăй виçĕç. «Килте – стенасем те пулăшаççĕ» тесе калаççĕ. Çапла пуласса шанатпăр, - тенĕ Андрей Назаров.  

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас