Пур хыпар та
Спорт
28 Августӑн 2025, 09:00

32 тренер пĕрер миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ

Çакăн пирки правительствăн ларăвĕнче вице-премьер – республикăри спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ.

32 тренер пĕрер миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ
32 тренер пĕрер миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ

Руслан Хабибов каласа панă тăрăх, республикăра спортсменсемпе тренерсене пулăшу памалли тухăçлă система йĕркеленĕ. Кăçал 32 тренер «Ял тренерĕ» тата «Хула тренерĕ» проектсене хутшăннă. Вĕсенчен кашнийĕ 1 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ.

Пушкăртстанра спортăн 141 тĕсне аталантараççĕ, 129 аккредитациленĕ спорт федерацийĕ ĕçлет. Вице-премьер сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн республикăри 400 çăмăл атлет Раççейĕн хутăш командисен йышне кĕнĕ. Ултă уйăх хушшинче вĕсем 1 пин ытла медаль çĕнсе илнĕ.

Çавăн пекех пулăшу мерисенчен пĕри вăл – тренер-преподавательсен ĕç укçине вĕрентекенсен вăтам ĕç укçипе танлаштарасси. Пирĕн регионта çак хисеп 52 пин ытла тенке çитнĕ. Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртме муниципаллă пĕрлĕхсене 208 млн ытла тенкĕлĕх субсиди панă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас