Пур хыпар та
Спорт
13 Сентябрӗн 2025, 17:00

Елизавета Каплина çуллахи биатлон енĕпе Раççей чемпионĕ пулса тăнă

Çакă вăл республикăн спорт историне кĕрсе юлнă пĕрремĕш çитĕнÿ шутланать.

Елизавета Каплина çуллахи биатлон енĕпе Раççей чемпионĕ пулса тăнă
Елизавета Каплина çуллахи биатлон енĕпе Раççей чемпионĕ пулса тăнă

Пушкăртстан спорстменĕ Елизавета Каплина çуллахи биатлонра пĕрремĕш кăтарту туса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл спринтра мала тухма пултарнă – 7,5 çухрăма тăсăлакан дистанцине 20,7 минутра хыçа хăварнă.

Екатерина Мошковапа Виктория Метеля иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Вĕсем иккĕшĕ те Ханты Мансийнск спортсменĕсем шутланаççĕ. Вĕсем пирĕн спростменкăран пĕрремĕш  - 21,4 секунт, тепри 23 секунт кая юлнă.

«Пирĕн республикăшăн хĕрсен хушшинче çуллахи биатлонра мала тухасси - историре пуçласа пулнă пулă», - тесе çырнă республика правительствин вице-премьерĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов.

Раççейри çуллахи биатлон çак кунсенче Пермь крайĕнчи Чайковскинче иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Елизавета Каплина çуллахи биатлон енĕпе Раççей чемпионĕ пулса тăнă
Елизавета Каплина çуллахи биатлон енĕпе Раççей чемпионĕ пулса тăнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас