Пур хыпар та
Спорт
9 Октябрӗн 2025, 16:30

Ялтăри ГТО фестивалĕнче Пушкăртстан вĕренекенĕсем виçĕ медаль çĕнсе илнĕ

Ялтăри «Артек» тĕнчери ача-пăча центрĕнче шкул вĕренекенĕсем хушшинче «ГТО» комплексĕн фестивалĕ иртнĕ.

Ялтăри ГТО фестивалĕнче Пушкăртстан вĕренекенĕсем виçĕ медаль çĕнсе илнĕ
Ялтăри ГТО фестивалĕнче Пушкăртстан вĕренекенĕсем виçĕ медаль çĕнсе илнĕ

Турнира Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

Пушкăртстан команди ушкăнсен пĕтĕмĕшле зачетĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн республикăри виçĕ вĕренекенсен харпăр зачетра виçĕ медаль хуçи пулса тăнă. Софья Изирбаевапа Егор Зуев «ылтăн» медальсене тивĕçнĕ, Тимур Ахкямов бронза наградине çĕнсе илнĕ. Зарина Табильдинапа Айбулат Габбясов пиллĕкмĕшпе улттăмĕш вырăнсем йышăннă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас