+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Челябинск облаçĕнчен килнĕ «Победа» команда йышăннă. Тутарстанри «Актаныш» иккĕмĕш пулнă. Бронза медаль хуçисем Тутарстанри «Диванные эксперты» команда сунарçисем пулса тăнă.
Фестивальте ятарлă çар операци валли укçа-тенкĕ пухассипе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ. Çак мероприятинче тытнă мĕнпур пулла килограмне 100 тенкĕпе сутнă. Пушкăртстанри шыв айĕнчи спорт федерацийĕ пурĕ 43 пин тенкĕ нухрат пухма пултарнă.
Юрий СНЕГОПАД.