Пур хыпар та
Спорт
15 Октябрӗн 2025, 17:30

Толбазăра стадион уçĕç

Стадиона иртнĕ  çулхи февраль уйăхĕнче тума пуçланă. Халĕ ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ.

Толбазăра стадион уçĕç
Толбазăра стадион уçĕç

Пушкăртстанри Строительство тата архитектура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Артем Ковшов  Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнчи объекта республикăри тĕплĕ строительство управленийĕ пурнăçланине пĕлтернĕ.

Халĕ кунта тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Строительсем пырса кĕмелли çулсене асфальт сарнă, трибунăсене капăрлатас ĕçе малалла тăсаççĕ.

Проект тăрăх пысăк трибунăра 500 куракан валли вырăн пулĕ. Искуствăлла газон сарнă футбол уйне, çаврака тата тÿрĕ чупмалли çулсене, пляж волейболне вылямалли, 100 куракана вырнаçтаракан воркаут тата хоккей вылямалли лапамсене, урамри тренажерсене йĕркелессине те шута илнĕ.  

Ведомствăра стадион Толбазăшăн  тата çывăхри ялсемшĕн тĕп спорт объекчĕ пуласса шанаççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас