Пур хыпар та
Спорт
28 Октябрӗн 2025, 10:30

Мрак ялĕнче çĕнĕ спорт лапамĕ туса лартнă

Пушкăртстанри  Кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министерстви Кугарчă районĕнчи Мрак ялĕнче хальхи вăхăта тивĕçтерекен спорт лапамĕ уçăлни çинчен пĕлтернĕ.

Мрак ялĕнче çĕнĕ спорт лапамĕ туса лартнă
Мрак ялĕнче çĕнĕ спорт лапамĕ туса лартнă

«Северный» микрорайонта аслисем тата ачасем валли уçнă объекта «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă программăпа пурнăçланă. Асăннă лапамра çичĕ тренажер вырнаçтарнă, волейбол, баскетбол тата мини-футбол вылямалли зонăсем пур.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас