Пур хыпар та
Спорт
5 Ноябрӗн 2025, 19:00

Ĕпхÿре «Туслăх вăййисем» хоккей ăмăртăвĕ вĕçленнĕ

Ĕпхÿ хулинчи Спорт керменĕнче Пушкăртстанпа Китайăн çамрăк хоккеисчĕсем хушшинче юлташла матч иртнĕ. Ăмăртусене Пушкăртстанри «Ледяные пчелы» тата Китай Халăх Республикин Сычуань провинцин команди хутшăннă.

Ĕпхÿре «Туслăх вăййисем» хоккей ăмăртăвĕ вĕçленнĕ
Ĕпхÿре «Туслăх вăййисем» хоккей ăмăртăвĕ вĕçленнĕ

Спорт ăмăртăвне икĕ ÿсĕмри çамрăксем валли йĕркеленĕ: 15 çулчченхи хĕрсем тата 18 çулчченхисем. Кĕçĕн ушкăнра Китай спортсменĕсем çĕнтернĕ. Вĕсем икĕ тĕлпулура та мала тухнă. Аслă ÿсĕмри категоринчи командăсем пĕр танлă кĕрешÿ кăтартнă, туслăх çĕнтернĕ.

Мероприяти куракансенче пысăк интерес çуратнă – Спорт керменĕн трибунисем тулли пулнă. Çакăн йышши спорт тĕлпулăвĕсем йĕркелесе ирттерни халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, Раççейпе Китайăн культура диалогне аталантарать.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас