Бокс вăл – тĕп спорт дисциплинисенчен пĕри. Çакăн пирки икĕ çул каялла республика премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ. Шăпах вăл регионти Бокс федерацине ертсе пырать.
«Эпир массăллă бокса аталантарассине тимлĕх уйăратпăр, пысăк ăмăртусем йĕркелесе ирттеретпĕр. Икĕ çул хушшинче республикăн 40 хулипе районĕнче Бокс федерацин 20 çĕнĕ филиалне уçрăмăр. Арçынсен хутăш команди – Атăлçи федераллă округри чи вăйлисенчен пĕри, яланах парнеллĕ вырăнсем йышăнать. Кĕрешÿ керменĕ уçăлнăранпа пирĕн спортсменсем ăмăртусене тата та лайăхрах хатĕрленеççĕ», - тесе çырнă Министрсен кабинечĕн ертÿçи.
Ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿри Кĕрешÿ керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче бокс енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланĕ. Кăмăл пуррисем унта тÿлевсĕр иртме пултараççĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.