-11 °С
Юр
Бассейна хăпартас ĕç 2018 çулта пуçланнă, анчах та япăх ĕçлекен строительсене пула ĕç чарăннă. Кăçал бассейн хăпартас ĕçе Радий Хабиров пулăшнипе малалла тăснă.
Бассейнра çирĕм пилĕк метр тăршшĕ ишмелли çулсем, хывăнса тăхăнмалли вырăн, душ, сауна, хальхи тасатмалли система пур. Бассейпа тулли пурнăçпа пурăнма пултарайман çынсем те усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ объект пĕр сехетре 40 çынна йышăнма пултарать.