Ирех пĕлÿ çурчĕн спорт залĕ сассемпе, спорт формин çутă сăррисемпе, хавхалану туйăмĕпе тулнă. Ăмăртăва хутшăнакансем мĕне вĕреннине кăтартса парас тĕллевпе кавир çине тухма хатĕр пулнă. Вĕсенчен кашнийĕ çине тăрса çĕнтерÿ патне ăнтăлнин тĕслĕхĕ шутланать-çке.
Пилĕк çинчи пиçиххипе кĕрешесси икĕ спортсмен хушшинчи ахаль тытăçу кăна мар. Ку вăл - чăн-чăн ÿнер, кунта ÿт-пÿ çирĕплĕхĕ, тактика, чăтăмлăх, ăмăртакан мĕн тума палăртнине маларах пĕлесси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем кавирĕн кашни сантиметрĕшĕн хĕрÿ кĕрешнĕ, кăткăс самантсенче пĕр-пĕрне пулăшнă.
Спорт мероприятине хутшăнакан ачасем медальсемпе Хисеп хучĕсене, Ляйсан Гибатовапа ашшĕ-амăшĕсен парнисене тивĕçнĕ.
Тÿртÿллĕ ялĕнчи А.Кондратьев ячĕллĕ шкул Алик Васильев тренера, Тÿртуллĕ ял Канаш администраци пуçлăхне Ляйсан Гибатована илĕртÿллĕ ăмăрту йĕркеленĕшĕн чунтан тав тăвать.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.