Пур хыпар та
Спорт
12 Нарӑсӑн , 09:00

Каратист «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ

Кипр çĕршывĕнчи Лимоссол хулинче Европăра каратэпе мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. ПР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, турнир 47 çĕршыври 1200 ытла спортсмена пуçтарнă.

Каратист «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ
Каратист «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ

Пушкăртстан каратисчĕ Эмиль Альмехаметов çĕршыв чысне тивĕçлĕн хÿтĕлесе ăмăртусен «кĕмĕл» призерĕ пулса тăнă. Вăл 63 килограма çитичченхисен категорийĕнче вăй виçсе Итали кĕрешÿçине кăшт çеç (3:4) выляса янă.

Раççейĕн пĕрлĕхлĕ командин йышĕнче Пушкăртстан Республикин виçĕ спортсменĕ, Эмиль Альмехаметов, Наталья Николаева тата Аида Бикметова, пулнă.  

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас