Пур хыпар та
Спорт
12 Нарӑсӑн , 21:00

Ĕпхÿре паллă кĕрешÿçĕсем хутшăннипе PRIME FLтурнир иртет

Февраль уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче PRIME Fighting League турнир иртет. Ăмăртури тытăçу тапхăрĕсене Спорт керменĕнче йĕркелеççĕ. Çак каç кунти кĕрешÿ лапамĕ чышкăпа çапăçассипе чуна пырса тивекен кăсăк вырăна  çаврăнĕ.

Ĕпхÿре паллă кĕрешÿçĕсем хутшăннипе PRIME FLтурнир иртет
Ĕпхÿре паллă кĕрешÿçĕсем хутшăннипе PRIME FLтурнир иртет

Турнира 6 çĕршывран пурĕ 22 спортсмен хутшăнать. Çав шутра Пушкăртстан Республикинчен -  улттăн. Чи хĕрÿ тытăçу Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ PRIME чемпионĕпе Ильнар «Хантер» Ишимбаевпа Суламбек «Алого Зверя» Шахгириев хушшинче иртмелле. Кĕрешÿ 5 раундран тăрать, вăл чи нумай болельщиксем пухнипе уйрăлса тăрать.

 Тытăçу Ĕпхÿ вăхăчĕпе 18.00 сехетре пуçланать. Унăн трансляцине VK Video платформăра çак куçарупа (ссылкăпа) пăхма пулать https://vkvideo.ru/@prime_fighting

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас