Пур хыпар та
Спорт
18 Нарӑсӑн , 09:00

Çĕнтерÿ картлашкинчен пĕр утăмра

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнчи шкулта вĕренекен Дарина Федорова Атăлçи федераллă округри биатлон ăмăртăвĕнче Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ.

Çĕнтерÿ картлашкинчен пĕр утăмра
Çĕнтерÿ картлашкинчен пĕр утăмра

Ăмăрту Саранск хулинче февраль уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче йĕлтĕрпе биатлон центрĕнче иртнĕ. Çамрăк спортсменсем уйрăм чупăшусенче тата спринтра тупăшнă. Уйрăм йĕлтĕр чупăшăвĕнче (4,8 çухрăм) Дарина 18-мĕш вырăн йышăннă. Спринтра (3,6 çухрăм) вăл финиша тăваттăмĕш килнĕ, винтовкăран тĕл перессипе пĕрре те йăнăшман. Халĕ вун тăватă çулхи хĕр ача ачери-биатлонпа Раççей шайĕнчи пысăк ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Татьяна СЕРГЕЕВА. Ермеккей районĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас