Кăçал ял-йышсем ăна виççĕмĕш хут ирттереççĕ. Мероприяти пуçаруçи - Виталий Григорьев спортсмен тата унăн çемйи. Пулăшаканĕсем Васильевсен çемйи, Николай Федоров Ермеккей ялĕнчи спорт шкулĕн тренерĕ тата ял-йышсем пулчĕç. Мероприятие Наталья Лундовскихпе Виталий Григорьев ертсе пычĕç. Официаллă пай хыççăн пĕтĕмĕшле чупăшу, вăхăтпа чупăшасси, эстафета итрĕ. Вырăнти «Мерчен» хăй пултарулăх ушкăнĕ юррисемпе уява илемлетрĕ. Арина Лундовских, Матвей Алексеев, Азат Салимов чи çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç. Ачасем тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ, яла кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне килсе çÿреççĕ. Уява Туймазă районĕнчи Нижнетроицкий ялĕнчи спорт шкулĕн спортсменĕсем (тренерĕ Григорий Каптелинин) хутшăнни мероприятие илем кÿчĕ, пĕлтерĕшне вăйлăлатрĕ. Ачасем йĕлтĕр спорчĕн техникине аван пĕлнине кăтартрĕç, хăйсен лайăх кăтартăвĕсемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех уява килсе çитнĕ Ермеккей ялĕнче пурăнакан 78 çулти Фанис Башаров пуриншĕн те тĕслĕх шутланать. Вăл районти, ун тулашĕнчи йĕлтĕр ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Пушă вăхăтра йĕлтĕрпе чупма кăмăллакан, вырăнта пурăнакан 69 çулти Гумер Салимов мăнукĕсене те спортпа туслашма хăнăхтарать, вăл Азат мăнукĕпе чупăшăва хутшăнчĕ. Октябрьский хулинче пурăнакан, кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăнана килнĕ 7 çулти Арина Лундовских вара чи çамрăк спортсмен пулчĕ. Хĕр ача спорт енĕпе аслисен ырă тĕслĕхĕ çинче ÿсет.
Уяв программинче çавăн пекех хаваслă вăйăсем пулчĕç. Мероприяти Çăварни эрнипе пĕр килнĕ май тутлă апат-çимĕçпе сăмаварти чей ĕçессипе вĕçленчĕ. Ял историне кĕрсе юлнă çынсене аса илмелли, ял-йышпа тĕл пулса калаçмалли, тавралăхăн илемлĕ вырăнĕсене шута илсе хывнă çулпа йĕлтĕрпе иртмелли, спортпа туслашмалли, ăмăрту хавалне вăратмалли, кăмăл-туйăма çĕклемелли уяв ăнăçлă иртрĕ.