Спорт
26 Нарӑсӑн , 08:30

Ҫÿлелле ÿсекен траекторипе малалла

Ермеккей районĕнчи Янăшма шкулӗн вӗренекенӗ Дарина Федорова Белорецк хулинче иртнĕ ачери-биатлонпа Раҫҫей Кубокӗнче тата ăмăртăвĕнче(первенствинче) хӑй ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫÿлелле ÿсекен траекторипе малаллаҪÿлелле ÿсекен траекторипе малалла
Ҫÿлелле ÿсекен траекторипе малалла

Йĕлтӗрпе чупассипе тата ухӑран перессипе Дарина ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи спортсменсемпе ăмăртнă. Раҫҫей Кубокӗнчи ачери-спринт ăмăртăвĕнче хĕр ача пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнса лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Раҫҫей ăмăртăвне тухас тесе çамрăк спортсменкăн ачери-ӑмӑрту, ачери-спринт тата ачери-персьют спорт дисциплинисенче тупăшма тивнĕ. Кашни тапхӑртах Дарина ҫÿлелле хӑпарнă, улттăмĕш, унтан тӑваттӑмӗш тата юлашкинчен хисеплӗ виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнĕ, хӑйӗн вӑй-хӑвачĕн ÿсĕмне тата лайӑх хатӗрленӗвне кăтартнă. Кӗҫех Дарина биатлон енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура вӑй виҫӗ. Çамрӑк спортсменкӑна тата унӑн тренерӗсене çитӗнÿсем сунатпăр!

Татьяна СЕРГЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас