Пур хыпар та
Спорт
3 Мартӑн , 09:50

Абдуллино вăрманĕнчи ăмăрту Судан çыннине те килĕшнĕ

Хӗлӗн юлашки кунĕнче Авăркас районĕнчи Шланлӑ ялӗнчен аякра мар вырнаҫнӑ пӗчӗк  Абдуллино паҫҫулки ҫумӗнчи аслӑ вӑрман янӑраса тӑчӗ: юрă-кĕвĕ, ача-пӑча шавлани, снегоход кӗрлени.  Çак кун ÿсĕмĕпе тăваттăмĕш  класра вĕренекенрен пуçласа  60 ҫултан иртнисем йĕлтĕрпе чупассипе ӑмӑртрӗҫ. 

Абдуллино вăрманĕнчи ăмăрту Судан çыннине те килĕшнĕ
Абдуллино вăрманĕнчи ăмăрту Судан çыннине те килĕшнĕ

 Кунӗ те питӗ аван, вӑрман хӑй патне туртсах тӑчӗ, юр лӑпкӑн ҫурӗ. Ӑмӑрту пуҫланас умӗн уяв ячӗпе Толбазă ял хутлăх администрации пуçлăхĕ  Ильгиз Тимербулатов, "Игнат" туллии мар яваплă общество ертӳҫи, тӗп спонсор Висарион Игнатьев саламласа  спрортсменсене ăнăçу сунчӗҫ. Ун хыççăн йĕлтĕрçĕсем старта тухма васкарĕç. Çапла Авăркас районӗн администраципе Шланла ялĕнчи Виссарион Игнатьев йĕркеленĕ пысӑк спорт уявӗ пуçланчĕ. Сăмах май, пӗтӗм чун-чĕререн  йӗркелеҫӳсемпе пулӑшакансене тав тӑватпӑр. 
Уявра вӗри чей, икерчӗ те пулчӗ. Ҫтерлӗ хулинчен килсе ҫитнӗ чӑваш наципе культура автономийӗн (ертӳҫи – Оксана Федорова) пайташӗсем сӑмавартан чей ӗҫтерчӗҫ, хастаррисем ăмăртăва хутшанчĕç. ЧНКА пайташӗ Ева Пурас хăйĕн дистанцинче тата ÿсĕмĕнче виççĕмӗш вырӑн çĕнсе илчӗ. Маттур, Ева!
Чи ҫамрӑк 6 ҫулхи йӗлтӗрҫе Устинья Игнатьевана РФ тата ЧР Писательсен оюзĕн ӗн пайташӗ Геннадий Челпир çыравçă ырă сунса хӑйӗн нумай пулмасть пичетленсе тухнă "Артей" кӗнекине парнелерӗ. Çавăн пекех вăл питӗ кӑмӑллӑ спорт уявӗ иртнине палӑртрӗ.

Чи аслӑ йӗлтӗрҫӗ Виталий Федоров спорт ветеранӗ пулчĕ. Вăл – 70 çулта. Çавăн пекех Красный Восток, Мурадым, Кшанны, Семен, Асавпуҫ ялӗсенчен, Ҫтерлӗ хулинчен килсе ҫитнӗ спорт ветеранӗсене Анатолий  Степанов, Раиля, Раиля  Муртазина, Марат Каримов, Зульфат  Рамазанов, Владимирпа Юрий Петровсем, Валерий Никитин, Бориспа Людмила Андреевсем, Галина Алексеева асăнса хăвармалла.  Ҫӳлерех асӑннӑ йӗлтӗрҫӗсем кашни ҫулах килеҫҫӗ Абдуллино вӑрманне вӑй виҫме. Галина Алексеева, Ольга  Андреева, Раиля Муртазина ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тăраҫҫӗ.

Ҫамрӑк ачасем спортпа туслӑ пулни савӑнтарать, мероприятие пӗчӗккисем йышлӑ  хутшăнни кăмăла çĕклет. Йелтĕр çулĕ çине çемьепех тăнисем те пулчĕç Сăмахран, Виссарион Игнатьев Иосиф ывăлăпе тата Устинья хĕрĕпе старта тухрĕç. Мăларах вĕсем Толбазăра иртнĕ ăмăртура та çĕнтернĕччĕ. 
Андрей Фёдоров снегоход ҫумне хӑй ӑсталанӑ ҫунашка кăкарса хӗллехи вӑрман тӑрӑх ача-пӑчана, пысӑккисене те ярӑнтарчӗ. Абдуллино тӑрӑхӗнчи чи ҫӳллӗ вырӑна илсе ҫитерсе фотосесси йĕркелеме май туса пачӗ. Уяв пурне те килӗшрӗ.

Людмила МАРКИНА.

Авăркас районĕ, Абдуллино паççулкки.

Редакцирен. Абдуллино çывăхĕнчи ăмăртăва Судан çĕршывĕн 26 çулхи  гражданинĕ Ахмет Альнур Юсиф курса хак панă. Вăл хăй вăхăтĕнче Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче пĕлÿ илнĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче ĕçлет. Ăна спорт мероприятийĕ питĕ килĕшнĕ, ăмăртăва ватти-вĕтти хутшăнни уйрăмах кăмăла кайнă. Вăл çак спорт уявне кам йĕрекеленипе кăсăкланнă. Вырăнти предприниматель пуçарса янине пĕлсен: «Виссарион Григорьевич пек çынсем йышлă пулсан ялсенчи пурнăç тĕпĕ-йĕрĕпе лайăх енне улшăннă пулĕччĕ. Ял çыннисем кунта туслă та ырă кăмăллă, ансат», - тенĕ вăл.

Хăна савăнса йĕлтĕрпе ярăннă. Ун хыççăн мунчара пулнă. Çакă та ăна питĕ килĕшнĕ, мĕншĕн тесен çурçĕр Суданра мунча тавраш пачах та çук иккен.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас