Пур хыпар та
Спорт
3 Мартӑн , 15:00

Пушкăртстанра çулталăкра ГТО нормисене 82 пин çын пурнăçланă

2025 çулта «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене регионта пурăнакан 82 пин çын панă.

Пушкăртстанра  çулталăкра ГТО нормисене 82 пин çын пурнăçланă
Пушкăртстанра çулталăкра ГТО нормисене 82 пин çын пурнăçланă

Республикăра 66 тест иртмелли центр ĕçлет. Иртнĕ çул Пушкăртстан Атăлçи федераллă округра виççĕмĕш вырăн йышăннă, программăна хутшăннисен шучĕпе çĕршывра 11 вырăн йышăннă.

Ылтăн паллине 35,4 пин çын, кĕмĕллине 23 пин çын, бронзăллине 23,5 пин çын тивĕçнĕ. Чи лайăх кăтартусене Чишма, Мелеуз тата Чекмагуш районĕсенче регистрациленĕ.

Кăçал Пушкăртстанра ГТО нормисене памалли тата 15 лапам йĕркелĕç. Унсăр пуçне республика эксперимент шайĕнче пилотсăр вĕçев аппарачĕсене тытса пымалли ГТО программине хутшăнать. Радий Хабиров асăннă лапамсене Республика кунĕ тĕлне хатĕрлеме хушнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас