Раççей спортсменĕсем хушшинче медальсен шучĕпе Варвара Ворончихана ту йĕлтĕрçине çитекени пулман. Вăл икĕ ылтăн - супергигантпа слаломра, кĕмĕл - гигантлă слаломра тата бронза ту çинчен хăвăрт ярăнса аннă çĕрте çĕнсе илнĕ.
Тепĕр ылтăн медале Алексей Бугаев ту йĕлтĕр çулĕ çинчи дистанцинче тивĕçнĕ. Вăл слаломра çĕнтернĕ. Унсăр пуçне Раççей спортсменĕ ту çинчен хăвăртлăхпа ярăнса анассипе тата гигантлă слаломра ăсталăх кăтартса бронза медальсен хуçи пулса тăнă.
Йĕлтĕрпе чупассипе Анастасия Багиян виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăл куç вăйĕпе начар спортстсменсем хушшинче Сергей Синякин гайд ертсе пынипе спринтра, 10 тата 20 çухрăма йĕлтĕрпе чупассипе çĕнтернĕ.
Иван Голубков йĕлтĕрçĕ 10 тата 20 çухрăма чупса икĕ хут Паралимпиада чемпионĕ пулса тăнă.
Раççей спортстсменĕсем 2014 çул хыççăн пуçласа Паралимп вăййисене хамăрăн çĕршывăн ялавĕпе тата гимнĕпе хутшăннă. 2016 çулта çуллахи Паралимпиадăра Раççей командине допинг шăв-шавне пула ăмăртусене хутшăнма ирĕк паман. 2022 çулта пирĕн спортсменсене Украинăри çар хирĕç тăрăвĕсене пула хĕллехи Вăйăсене пачах та кĕртмен. Каярахри ăмăртусенче Раççей паралимпиецĕсем чылай чухне кĕрешÿсене хутшăнман е сахал йышпа хутшăнсан та нейтраллă статуспа вăй виçнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.