Урал сасси
0 °С
Облачно
Спорт
6 Мая , 05:00

Пушкăртстанра Раççейри халăхсен Спартакиади иртĕ

Чи вăйлă спортсменсен хушшинчи Раççей халăхĕсен Спартакиадине Пушкăртстанра август уйăхĕнче йĕркелĕç. Регион правительствин вице-премьерĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ тăрăх, ăмăрту Раççейĕн хутăш командишĕн  2028 çулта Лос-Анджелесри Олимп вăййисене хутшăнма май паракан суйлав тапхăрĕ пек иртĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанра Раççейри халăхсен Спартакиади иртĕПушкăртстанра Раççейри халăхсен Спартакиади иртĕ
Пушкăртстанра Раççейри халăхсен Спартакиади иртĕ

Нацийĕн тĕп ăмăртăвне РФ Президенчĕ Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕршывăн çичĕ регионĕнче йĕркелĕç: Пушкăртстанпа Тутарстан республикисем, Свердловскпа Калининград, Омскпа Самара тата Челябинск облаçĕсем.

– Çу кунĕсем пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуян пулĕç. Пысăк физкультурăпа массăллă мероприятисене ирттерме хатĕрленетпĕр: «ЗаБег.РФ», «1000 велосипедистăн кунĕ», «Туриада», çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче  çĕнтернĕренпе 81 çул çитнине халалланă спорт ăмăртăвĕсем,  – палăртнă Руслан Хабибов.

Автор:Ирида Матниязова