Урал сасси
+15 °С
Облачно
Спорт
21 Мая , 07:00

Толбазăра 500 вырăнлăх спорт арени уçăлĕ

Авăркас район центрĕнче, Толбазă салинче, «Аургазы-Арена» стадионăн строительстви малалла пырать. Ĕçсем мĕнле пынине ПР вице-премьерĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов тĕрĕсленĕ.

Толбазăра 500 вырăнлăх спорт арени уçăлĕТолбазăра 500 вырăнлăх спорт арени уçăлĕ
Толбазăра 500 вырăнлăх спорт арени уçăлĕ

Вице-премьер сăмахĕсем тăрăх, спорт арени паянхи куна туллин тивĕçтерет, нумай функциллĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Унăн территорийĕнче хайлавлă газон сарнă футбол уйĕ, çаврака тата тÿрĕ чупмалли çулсем, баскетболпа пляж волейболĕ, воркаут тата хоккей вылямалли лапамсем вырнаçĕç. Унсăр пуçне кунта 500 вырăнлăх тăрăллă трибуна пулĕ.    

 - Ĕçсем планпа палăртнипе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Объект хатĕр тесен те йăнăш пулмĕ, «Аургазы-Арена» çитес вăхăтра хăйĕн алăкĕсене уçĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас