Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Спорт
9 Июнӗн , 06:00

Анастасия Никитина самбистка Раççейĕн хутăш командин йышне кĕнĕ

Çтерлĕ хулинчи самбо мелĕпе кĕрешекен спортсмен Анастасия Никитина Ĕпхÿ хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртура çĕнтерсе Раççейĕн хутăш командин йышне кĕнĕ. Çамрăк спортсменăн çитĕнĕвĕпе ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов паллаштарнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Анастасия Никитина самбистка Раççейĕн хутăш командин йышне кĕнĕАнастасия Никитина самбистка Раççейĕн хутăш командин йышне кĕнĕ
Анастасия Никитина самбистка Раççейĕн хутăш командин йышне кĕнĕ

Анастасия Никитина 65 килограмченхи виçе категоринче Мускавран килнĕ кĕрешÿçĕпе вăй виçнĕ. Ăмăрту Пушкăртстанăн тĕп хулинчи Кĕрешÿ керменĕнче иртнĕ. Унта çĕршывăн 74 регионĕнчен 800 ытла спортсмен хутшăннă.

Çтерлĕ спортсменĕн тренерĕ – Юрий Зубков. Анастасия мĕн пĕчĕкрен спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать. 2024 çулта хĕр 13 çулчченхи ÿсĕм категоринче Пермь крайĕнчи Березники хулинче иртнĕ кĕрешÿре ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿ хыççăн Анастасия Никитина Атăлçи федераллă округăн хутăш командин йышне кĕнĕ.  

Автор:Ирида Матниязова