

Çтерлĕ хулинчи вун тăватă çулхи Полина Дмитриева спорт гимнастикипе Раççей ăмăртăвĕнче мала тухнă. Пушкăртстан вице-премьерĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов Полина конкурс тулашĕнчи нумай енлĕ кĕрешу финалĕнче 54,999 балл пухнине пĕлтернĕ. Çак кăтарту ăна Раççейĕн абсолютлă чемпионкине иртсе кайма май панă.
«Пирĕн халиччен çакăн пек çитĕнÿ пулманччĕ-ха. Часах çак спорт тĕсĕпе пирĕн пĕрремĕш олимп медалĕ пуласса шанатпăр», - тенĕ спорт министрĕ.
Руслан Хабибов сăмахĕсемпе, çак кунсенче Ĕпхÿре спорт гимнастикипе çуллахи XIII Спартакиадăн финалне йĕркелеççĕ. Турнир виççĕмĕш хут Пушкăртстан Республикин Гимнастика центрĕнче иртет. Ăмăртусенче Раççейри 32 регионтан 134 чи вăйлă çамрăк спортсмен хутшăнать. Вĕсене саламлама паллă Раççей гимнастки, 2020 çулхи Токиори олимпиадăра çĕнтернĕ Лилия Ахаимова чемпионка килсе çитнĕ.