Урал сасси
+15 °С
Облачно
Спорт
2 Августа , 09:00

Спартакиадăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем паллă

Ĕпхÿ хулинче ĕнер, август уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Раççейри халăхсен Спартакиади уçăлнă. Çак кунах пĕрремĕш çĕнтерÿçĕ паллă пулнă. Вăл – Мускав спортсменĕ, Раççейĕн триатлон енĕпе кĕрешекен пĕрлештернĕ командăн лидерĕ Диана Исакова.

Спартакиадăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем паллăСпартакиадăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем паллă
Спартакиадăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем паллă

 Ĕпхÿре Диана олимп дистанцине выляса илнĕ: шывра ишсе финиша ыттисенчен 30 секунд маларах килнĕ, велосипедпа чупса çак вăхăта тата ÿстернĕ. Пĕтĕмĕшле дистанцине 1 минут та 40 секунд кăтартупа ыттисенчен маларах вĕçленĕ. Пĕтĕмлетÿ çапларах:  шывра ишессипе - 1,5 çухрăма, велосипедпа – 40 çухрăма тата çуран чупассипе 10 çухрăма 2 сехетрен каярах кăтартупа  вĕçленĕ.

Кĕмĕл медале Волгоград облаçĕчен килнĕ Валентина Рясова çĕнсе илнĕ, бронза хуçи каллех  Мускав хăни Яна Ченская пулса тăнă тесе пĕлтернĕ Спартакиадăн йĕркелÿ комитетĕнче. Триатлон ăмăртăвĕсем Инорс микрорайонти Теплое кÿлĕре иртеççĕ.

Çавăн пекех Чишма районĕнче иртнĕ велочупăвăн уйрăм спортсменсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кунта Анастасия Самсонова (Санкт-Петербург) дистанцие 36 минут та 25 секундра хыçа хăварса ылтăн медале тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Тамара Дронова (Мускав) – 36 минут та 27 секунд, виççĕмĕш Дарья Фомина (Самар облаçĕ) 36 минут та 42 секунд кăтартупа пулса тăнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Спартакиадăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем паллă
Спартакиадăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем паллă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас