Урал сасси
+21 °С
Облачно
Спорт
10 Августа , 07:00

Земство тренерĕсене – 1-шер млн тенкĕлĕх сертификат

Пушкăртстанра Физкультурниксен кунĕнче республикăри спорт министрĕ «Земство тренерĕ» федераллă программăна хутшăнакансене пĕрремĕш виçĕ сертификата парса чысланă.

Земство тренерĕсене – 1-шер млн тенкĕлĕх сертификатЗемство тренерĕсене – 1-шер млн тенкĕлĕх сертификат
Земство тренерĕсене – 1-шер млн тенкĕлĕх сертификат

ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ  - республикăри спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ тăрăх, 1 млн тенкĕлĕх укçа-тенкĕ гранчĕсене Чишма районĕнчи спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ Галина Рейтер, Дюртюлĕри «Олимпиец» спорт шкулĕнчи дзюдо енĕпе тренер-преподаватель пулса ĕçлекен Анна Пальмина тата Элшей тăрăхĕнчи спорт шкулĕн хоккей енĕпе тренер пулса тăрăшакан Динис Минияров илме тивĕçнĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас