Урал сасси
+19 °С
Дождь
Спорт
25 Августа , 09:00

15 ҫулхи спортсменка йывӑр атлетикăпа Европа ӑмӑртӑвӗнче медаль ҫӗнсе илнӗ

Косово Республикинчи Приштина хулинче (Кăнтăр Хĕвел тухăç Европа, Балкан çурма утравĕ)  йывӑр атлетикăпа Европа первенствин ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

15 ҫулхи спортсменка йывӑр атлетикăпа Европа ӑмӑртӑвӗнче медаль ҫӗнсе илнӗ15 ҫулхи спортсменка йывӑр атлетикăпа Европа ӑмӑртӑвӗнче медаль ҫӗнсе илнӗ
15 ҫулхи спортсменка йывӑр атлетикăпа Европа ӑмӑртӑвӗнче медаль ҫӗнсе илнӗ

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди турнира çĕршывăн ялавӗпе тата гимнĕпе хутшăнать. Унта Пушкӑртстан спортсменки кӗмӗл призер пулса тăнӑ. Нефтекамск хулинчи 15 ҫулхи штангистка Айсылу Нигматзянова 61 кг таран виçеллĕ категорире 17 ҫула ҫитмен хӗрсен хушшинче ăмăртнă. Вӑл 84 кг таякан штанга йăтса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командинчи тепĕр Пушкӑртстан спортсменĕ Вадим Гайсин (Элшей районĕ) тăваттăмĕш вырăна тухнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас