Урал сасси
+13 °С
Облачно
Спорт
5 Сентября , 04:00

Чемпионсене çитĕнтерекен туслă çемье

Пушкăртстанра 2026 çула Пысăк та туслă çемьене халалланă. Мияки салинчи Ивановсен çемйи шăпах çавсен шутне кĕрет. Унта пурнăç вĕресе тăрать: кашни кунхи ĕçсем, çитĕнÿсем, çĕнтерÿсем, Хисеп хучĕсемпе кубоксем. Надежда Викторовнапа Павел Борисович «çемье хаклăхĕ» çинчен пысăк сăмахсем калама юратмаççĕ. Вĕсемшĕн чи кирли пурте хăй йĕркипе пыни, ывăлĕсем ырă-сывă, тутă, килĕшекен ĕçпе кăсăкланни, килте татулăхпа йĕркелĕх хуçаланни, çемье пуçĕ ĕçлени, кил хуçи арăмĕ хуçалăха илсе пыни, кил-йыш пĕр-пĕрне пулăшни, çыхăнура пулни шутланать.

Чемпионсене çитĕнтерекен туслă çемьеЧемпионсене çитĕнтерекен туслă çемье
Чемпионсене çитĕнтерекен туслă çемье

Надежда Викторовнан пурнăçĕ Мияки ялĕнче пуçланса кайнă. Хĕр ача тăхăр класс хыççăн Ĕпхÿ хулинчи 52№ училище повар-кондитера вĕренме кĕнĕ. Асăннă професси ăсталăхĕ çемьене тата кÿршĕсене пĕрре мар савăнтарнă, халĕ те çаплах. Ивановсен килĕнче чустаран хатĕрленĕ тутлă апат шăрши килет, хăтлăх хуçаланать. Надежда малтан Ĕпхÿри УМПО заводра ĕçленĕ, унтан Ейск хулине куçса кайнă. Анчах тăван кĕтес туртăмĕ ăна каялла тавăрнă.
Павел Борисович Çĕнĕ Хурамал ялĕнчен. Тăван ялĕнче тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн сварщике вĕреннĕ, унтан хĕсметре тăнă. Надеждăпа Павăл тĕрлĕ çулсемпе çÿренĕ пулсан та пурнăç вĕсене 2015 çулта тĕл пултарнă. Пĕр çултан çамрăксем пĕрлешнĕ. Халĕ вĕсен çемйинче виçĕ ывăл çитĕнет: Даниил (2014 ç), Глеб (2016 ç) тата Богдан (2018 ç).
Ивановсен ывăлĕсем хастар та правур, тĕрлĕ енĕпе кăсăкланаççĕ, вĕсенче вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать. Паллах, ытлашши вăйпа ăçта та пулин усă курмалла. Çавăнпа та 2021 çулта ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсене кĕрешÿ секцине вырнаçтарнă. Ачасемшĕн чăн-чăн ĕç тупăннă, аслисемшĕн ывăлĕсем вăйлă та яваплă пулса ÿсни паха.
– Ывăлсем тренировкăра чухне васкаса апат пĕçеретĕп, пĕр вăхăтрах икĕ тĕрлĕ апат - пĕрремĕшпе иккĕмĕш блюдо. Спортсменсен аппетит лайăх, – йăл кулса калаçать Надежда Викторовна. – Кил-çурта тирпейлеме те ĕлкĕретĕп, ачасем урамра çапкаланса çÿремеççĕ, усăллă ĕçпе йăпанаççĕ тесе чунра лăпкă пулса каять.
Усăллă занятисем чăн-чăн çĕнтерÿсене çаврăнаççĕ. Аслă Даниилпа Глеб ывăлĕсем пĕтĕм Пушкăртстана çаврăннă, Тутарстанри Эрĕнпурти ăмăртусене хутшăнаççĕ, килне Хисеп хучĕсемпе тата медальсемпе таврăнаççĕ. Кăçал Глеб Ижевск хулинчи ăмăртăва хутшăннă, хăйĕн виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Вăл çак ята илес тесе вăрах та çине тăрса хатĕрленнĕ.
Кĕрешнисĕр пуçне Глебăн тепĕр чун киленĕвĕ пур. Вăл ташлама кăмăллать, ушкăнпа Давлеканпа Туймазă хулисенчи, Çтерлĕпуçпе Пишпÿлекре иртекен конкурссене хутшăнать. Унта та пĕрремĕш вырăнсем йышăнать. Арçын ачара пĕр вăхăтрах вăй, çаврăнăçулăх тата артист пултарулăхĕ килĕшсе тăраççĕ. Паллах, çакăнта ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пур, вĕсем ачисене хăнăхнă шаблона кĕртме тăрăшмаççĕ, аталанма ирĕк параççĕ, пулăшаççĕ.
Çулла Ивановсен çемйи пĕрле канма кăмăллать: юхан шывра шыва кĕреççĕ, хĕвел çинче хĕртĕнеççĕ, вăйăсем выляççĕ. Каникул вăхăтĕнче те ачасем тренировкăсене çÿреççĕ, ăмăртусене хутшăнаççĕ. Кăçал çулла «Курэш» наци кĕрешĕвĕпе Ринат Исламов ячĕллĕ кубокăн республикăри уçă турнирне хатĕрленнĕ. Асăннă турнир август уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ, Унта Айгиз Зайнетдинов тренер, тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ ертсе пыракан «Батыр» клубри кĕрешекенсен ушкăнĕ пĕр миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Паллах, çак пулăм клубшăн пысăк çитĕнÿ шутланать, ачасемшĕн вара - ĕçпе дисциплина лайăх кăтартусем панине тепĕр хут çирĕплетекен тĕслĕх.
Айгиз Галиуллович тренер хăйĕн воспитанникĕсем çинчен çапла калать: «Даниилпа Глеб клубра малта пыракансен йышне кĕреççĕ. Чи пахи кунта вĕсене ашшĕпе амăшĕ спортпа туслă пулнине ырлани, пулăшса пыни. Çакна туйсан ачара пултарулăх уçăлать, вăл аталанать, пысăк çитĕнÿсем тăвать. Кĕçĕн Богдан та тăрăшать, лайăх кăтартусемпе савăнтарать, унăн тĕслĕх илмелли çыннисем юнашарах».
Çемье пуçĕ Павел Борисович Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçлет. Вахта çемьешĕн хăйне евĕр тĕрĕслев шутланать, анчах та Ивановсем кĕтме, çемье ăшшине упрама пĕлеççĕ. Надежда Викторовна йывăрлăхсене ÿпкелешмест: хĕнлĕхсем уншăн тивĕçлĕ пурăнса ирттермелли тапхăр çеç шутланаççĕ. Ывăлĕсем çемье вăл уявсемпе канмалли кунсем çеç мар, çывăх çын ĕçлеме кайсан пĕр-пĕрне пулăшмаллине, явап тытмаллине лайăх ăнланса ÿсеççĕ.
Ивановсен çемйинче пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, вак-тĕвеке тимлĕх уйăраççĕ, килти ĕçсене «арçыннăн» е «хĕрарăмăн» тесе пайламаççĕ. Арçын ачасем ăмăртура çĕнтернĕ хушăра хăйсене мăна хурса тытмаççĕ, пурте пĕрле савăнма тăрăшаççĕ: Глеб çĕнтерсен çакă çемье çĕнтерĕвĕ шутланать, Даниил кăтартусене лайăхлатнă хушăра пурте тăрăшни сая кайман.
Ивановсен çемйи юратупа хисеп кулленхи ĕçсенчен, пĕр-пĕрне ăмăртусенче пулăшнинчен, килти тутлă апат шăршинчен, пурте пĕрле юхан шыв хĕррине канма кайнинчен, пĕр-пĕрне илтме, итлеме пĕлнинчен тăнине лайăх ăнланаççĕ. Çакăн пек çемьесем пурри Пысăк та туслă çемье çулталăкне республикăра ячĕшĕн çеç ирттерменнине çирĕплетеççĕ.
Алия АБДУЛЛИНА.
Мияки районĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас