Урал сасси
+13 °С
Ясно
Спорт
24 Сентября , 07:00

«Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ

2026-2027 çулсенчи çĕнĕ баскетбол сезонĕ пуçланиччен Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи управленийĕнче хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсем Пушкăртстанри «Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен спортсменĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ.

«Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ«Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
«Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ

Пухăннисене «Динамо» физкультурăпа спорт обществи» регионти обществăлла организацин председателĕ Игорь Кочнев генерал-лейтенант саламланă.

- «Динамо» профессиллĕ баскетбол клубĕ йĕркеленнĕ май, Ĕпхĕве пысăк баскетбол килсе çитрĕ. Халĕ хулара пурăнакансемпе унăн хăнисем хăйсен куçĕпе çĕршыври чи лайăх баскетболистсене курма, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче хамăр хулашăн хумханма (болеть), командăна хавхалантарма пултараççĕ, -тенĕ Игорь Владимирович.

Раççе Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи управленин  ертÿçи Роман Плотников генерал-майор спортсменсене çирĕп те харсăр кăмăл, наставниксем тата çемье пулăшнипе шанчăклă тыллă пулма тата ăмăртусенче сурансемсĕр вăй виçме суннă.

Сирĕншĕн кашни матч хастарлăх шкулĕ пулса тăтăр, кашни çĕнтерÿ болельщиксене савăнăç парнелетĕр тата хамăр регионшăш мăнаçлăх туйăмĕ çураттăр, - палăртнă вăл.

Тĕлпулу вăхăтĕнче спортсменсем хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панă. Икĕ çул хушшинче «Динамо» баскетбол клубĕ Аслă лигăри дебютантран пуçласа Суперлигăра малта пыранкансен шутне лекнĕ. Вăл Пушкăртстанри баскетбол аталанăвĕн символĕ пулса тăнă. Клуба 2024 çулта йĕркеленĕ. 2024-2025 çулсенчи дебют сезонĕнче Пушкăртстан команди Аслă лигăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Иртнĕ, 2025-2026 çулсенчи, сезонра Ĕпхÿ спортсменĕсем хăйсене Суперлигăра  тивĕçлĕ кăтартнă – тăтăшах иртекен ăмăртусенче тăваттăмĕш вырăн йышăнса плей-офф лигăра чи лайăх сакăр команда шутне кĕнĕ.

Çав вăхăтрах Аслă лигăра «Динамо-2» команда та çитĕнÿсем тунă, 2025-2026 çулсенчи сезон пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Максим Войтовпа Владимир Фоменко баскетболистсем чи лайăх выляканĕсем пулса тăнă.

Кăçалхи сезонра ВТБн Пĕрлĕхлĕ çамрăксен лигинче Ĕпхÿ клубĕ «Динамо-М» команда тăратать, ачасемпе çамрăксен баскетбол лигинче «Динама-юниор» команда вăй виçĕ. Çакăн пек майпа Пушкăртстанра вертикаль мелĕпе профессиллĕ баскетбола аталантарма тăрашни куç умĕнче – юниорсенчен пуçласа Суперлигăри спортсменсем таран.

Тĕлпулу вĕçленнĕ май баскетбол вăййине юратакансене çĕнĕ сезон матчне йыхравланă. Вăл октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче старта тухать, Ĕпхÿри «Динамо» спорт комплексĕнче иртет.

Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртсан Республикинчи управленийĕн пресс-служби.

«Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
«Динамо» тата «Динамо-2» баскетбол клубĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас