

Команда шутĕнче Çтерлĕ хулинче пурăнакан Полина Дмириева çамрăк гимнаст ячĕ те пур. Пурĕ унта 13 спортсмен кĕнĕ, вĕсем Мускавпа Санкт- Петербургран, Пушкăртстанпа Кабардин-Балкар, Дагестан республикисенчен, Курскпа Воронеж тата Волгоград облаçĕсенчен. Çĕршыв команди ăмăртусене наци символикипе усă курса хутшăнĕ, Раççей спортсменĕсем çĕнтерсен пирĕн гимн янрĕ.
Çамрăксен IV Олимп вăййисем 2026 çулхи октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче пуçланса ноябрĕн 13-мĕшĕччен Сенагалра иртĕ. Вун тăватă кун хушшинче 2700 спортсмен спортăн 25 тĕсĕнче 153 комплект медальсене çĕнсе илессишĕн ăмăртĕç.
Маларах Полина Дмитриева Европа шайĕнчи ăмăртура 4 ылтăн тата 1 кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ. Ун чухне Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Дмитриеван çитĕнĕвне уйрăм палăртнăччĕ.
- Çак ăмăртуран Олимпиадăна çитме - икĕ утăм. Ку вăл тĕнче шайĕнчи тытăçусене хутшăнма суйласа илмелли самант. Кунта вара Олимпиада -2028 квотисене палăртаççĕ. Çавăнпа та Полинăшăн эпир малашне те хумханăпăр-ха. Ăнăçу сунатпăр!- тенĕ Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.