- Малтанхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, политика партийĕсем çакăн чухлĕ сасă пухнă: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» - 69,11 %, РФ Коммунистсен партийĕ (КПРФ) – 11,65%, Раççейри либерал демократсен патрийĕ (ЛДПР) – 7,74, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей – Тĕрĕслĕхшĕн» парти – 7,31%, «Çĕнĕ сынсем» парти – 3,4 % .
Пĕр мандатлă округсемпе республика парламентне 46 депутат «Пĕрлĕхлĕ Раççейрен» суйланнă, иккĕ – КПРФран тата пĕрер – «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей», «Çĕнĕ çынсем» партисенчен, «Симĕссисем» Раççейри экологи партийĕнчен.
Унсăр пуçне 777 депутата вырăнти влаç тытăмĕ валли суйланă. Вĕсенчен 772-шĕ ял Канаш депутачĕсем пулаççĕ, ыттисем хула округĕн интересĕсене хÿтĕлĕç.
Пĕтĕмĕшле тĕрлĕ шайри суйлавсенче депутат мандачĕшĕн Пушкăртстанра 9 политика партийĕ кĕрешнĕ.
Суйлаври сасăлав процедурине сăнавçăсем сăнаса тăнă. Территори тата участок суйлав комиссийĕсенче вĕсем 14 121 çын пулнă, вĕсенчен 65-шĕ - территори суйлав комиссийĕсенче. Чи нумай сăнавçăсем политика партийĕсем тăратнă – 7572 çын. Обществăлла тĕрĕслев субъекчĕсенчен 5050 сăнавçă куç-хăлха пулса тăнă, кандидатсенчен – 1500.
Юрий СНЕГОПАД.