Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
15 Мартӑн , 12:25

Сÿрĕк кăмăл-туйăм пулмалла мар

Паянхи ĕç кунне манăн улшăнусем кĕртме тÿр килчĕ. Вăл Пелепей хулинчи 1№ ачасен искусство шкулĕче вырнаçнă 1199-мĕш суйлав участокне çитсе Раççей президентне суйланинчен пуçланчĕ.  

Сÿрĕк кăмăл-туйăм пулмалла мар
Сÿрĕк кăмăл-туйăм пулмалла мар

Чылайăшсем кунта ĕçе каяс умĕн сасăлава хутшăнма кăмăл туни сисĕнет. Çав вăхăтрах аслă çулсенчи ватă çынсене те курма пулчĕ. Малтанхи суйлавçăсене комисси пайташĕсем пысăках мар парнесем парса хавхалантарчĕç.

Хам енчен çакна калама пултартăп. Раççей президентне суйласси пĕлтерĕшлĕ, яваплă политика мероприятийĕ шутланать. Тăван çĕршыва ертсе пыма пуçлăха 6 çуллăха суйлатпăр. Çак пукана кам йышăннинчен Раççейĕн малашлăхĕ нумай килет. Уйрăмах паянхи çăмăлах мар лару-тăрура кашни суйлавçă яваплă та тĕплĕ шухăшласа йышăну тумалла, общество умĕнчи гражданла тивĕçне пурнăçламалла. Пирĕн сасăлав вăл çĕршыв малашлăхĕпе çыхăннă, çакна кашнинех асра тытмалла. Чĕрере сÿрĕклĕх тени пулмалла мар, çавăнпа та пурне те ункайлă май тупса суйлав участокĕсене çитме сĕнетĕп. Çак пархатарлă та кирлĕ ĕçе эсир паян е ыранпа тепĕр кун (суйлав март уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче иртет) тума пултаратăр. 

Юрий МИХАЙЛОВ, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.

#ВыбираемПрезидента #Башкортостан #БашВыбор2024

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: