«Эпир республикăра сасăлама килнĕ çынсен вăтам кăтартăвĕпе Раççей шайĕнчипе танлаштарсан пысăкрах пулнине куратпăр. Ку вăл политика культурипе çыхăннă. Пирĕн ял-саласенче пурăнакансем йышлă, кунти электорат яланах лайăхрах сасăлать. Çакă та пысăк кăтартусем тума пулăшать», - тенĕ эксперт.
Унăн шухăшĕпе суйлаври сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, регионта суйлавçăсен 75 процентĕнчен пуçласа 85-ке çити сасăлĕç. Çак пулăм малашне те сыхланса юлĕ тесе шутлать Евдокимов.
Маларах эпир Раççей президентне суйлама Пушкăртстанран 36,6 процент суйлавçă хутшăннине пĕлтернĕччĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
#ВыбираемПрезидента #Башкортостан#Башкортостан #БашВыбор2024