+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак ялта пĕччен пурăнакан Валентина Школьникова нихăçан та ялтан тухса кайса тăван кĕтеспе уйрăлман, кунтах тĕпленсе пурăнать. Хальхи вăхăтра ăна Сергей ывăлĕ пăхать.
Тăхăр вун иккĕри кинемей вай-халĕ хавшанипе, паллах, суйлав участокне хăй çитеймест. Çавăнпа та ун патне комисси пайташĕсем хăйсем килсе çитнĕ, пулас Раççей президенчĕшĕн сасăлаттарнă. «Хăнасене» ял хĕрарăмĕ тарават кĕтсе илнĕ, суйлава лайăх ирттерсе яма суннă.
Юрий СНЕГОПАД.
#ВыбираемПрезидента #Башкортостан#Башкортостан #БашВыбор2024