Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
16 Мартӑн , 09:25

Раççей президентне суйламалли сасăлавăн иккĕмĕш кунĕ пуçланчĕ

Паян, мартăн 16-мĕшĕнче, ирхи 8.00 сехетре Пушкăртстанра ĕнерхи пекех 3308 суйлав участокĕ çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçле пуçланă. Ĕнерхи кун та сасăлав тухăçлă иртнине палăртмалла.

Раççей президентне суйламалли сасăлавăн иккĕмĕш кунĕ пуçланчĕ
Раççей президентне суйламалли сасăлавăн иккĕмĕш кунĕ пуçланчĕ

Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, сасăлавăн пĕрремĕш кунĕнче 20.00 сехет тĕлне регионта 1 миллион та 76 пин те 954 çын сасăланă. Çакă вăл суйлав списокне кĕртнĕ мĕнпур суйлавçăсен 36,66 проценчĕпе танлашнă.

Сакăр муниципаллă районта суйлава хутшăннисен йышĕ 50 процент урлă каçнă. Çав шута Аскин, Балтач, Благовар, Илиш, Мияки, Татăшлă, Çтерлĕпуç, Федоровка районĕсем кĕреççĕ.

Ĕпхÿре тăватă районта сасăлав кăтартăвĕ 40 процентран иртнĕ: Киров районĕ (44,65 %), Октябрьский (42,66 %), Тим (41,69 %), Калинин (41,23%).

Хула округĕсем тăрăх илсен Агидель хуличе чи нумай сасăлакан пулнă – 43,37 процент.  

Аса илтеретпĕр, ĕнер 15.00 сехет тĕлне суйлава хутшăннисен шучĕ республикипе 21 процентпа танлашнă.

Çĕршывĕпе илес пулсан, 19.00 сехет (Мускав вăхăчĕпе) тĕлне сулавçăсен 27 проценчĕ сасăланă.

Юрий СНЕГОПАД.

#ВыбираемПрезидента #Башкортостан #БашВыбор2024

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: