Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
16 Мартӑн , 14:20

Ют çĕршыв сăнавçисем Раççейри сасăлав системинче мĕн тĕлĕнтерни çинчен каласа панă

Республикăра, Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчи пекех, виçĕ куна тăсăлакан сасăлав пырать. Çĕршыв гражданĕсем патшалăхăн пуласлăхне суйлаççĕ

Ют çĕршыв сăнавçисем Раççейри сасăлав системинче мĕн тĕлĕнтерни çинчен каласа панă
Ют çĕршыв сăнавçисем Раççейри сасăлав системинче мĕн тĕлĕнтерни çинчен каласа панă

Раççей президентне суйланă кунсенче, март уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче, çĕршыври суйлав участокĕсенче Белорусси, Казахстан, Индонези, Шри-Ланка, Австри, Молдова, Серби, Гватемала тата Болгари çĕршывĕсен сăнавçисем ĕçлеççĕ.

Çак çĕршывсен сăнавçисем чăн малтан Пушкăртстан пысăк тата нумай нациллĕ пулнинчен тĕлĕннине пытарман. Унсăр пуçне ют патшалăхсен эксперчĕсене граждансем килте сасăланă чухне комисси пайташĕсемпе пĕрле унта обществăлла сăнавçăсем те çÿрени тĕлĕнтернĕ. Çакăн çинчен Ĕпхÿри «Раççей президенчĕн суйлавĕ – 2024» пресс-центрта Суйлав юхăмне сăнаса тăракан Обществăлла штаб пайташĕ Максим Беляев каласа панă.  

#ВыбираемПрезидента

#Башкортостан

#БашВыбор2024

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: