Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
17 Мартӑн , 11:40

Салтак çемье çавăрма та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрнĕ

Ĕнер, март уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Зианчура районĕнче мобилизацине лекнĕ «Печник» хушма ятлă çар çынни тата унăн юратнă хĕрĕ суйлав кунĕнче мăшăрлану çуртĕнче çырăннă. Ун хыççăн тÿрех суйлав участокне васканă, кунта сасăлава хутшăннă.

Салтак çемье çавăрма та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрнĕ
Салтак çемье çавăрма та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрнĕ

«Печник» кĕске вăхăта отпуска килнĕ пулнă. Килте ăна юратнă хĕрĕ тата пĕчĕк ачи кĕтнĕ. «Ыран мăшăрлану çуртне каятпăр», - тенĕ салтак хăйĕн хĕрне. Хĕр малтан çухалса кайнă, каярах каччипе килĕшнине пĕлтернĕ. Çула май суйлав участокне кĕрсе сасăланă.

Çамрăк мăшăра парнесем тата «Рахмат» акци билетне парса чысланă. Тин çеç çемье çавăрнă çамрăксене саламлатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

#ВыбираемПрезидента #Башкортостан #БашВыбор2024 #ВсейСемьёй

Салтак çемье çавăрма та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрнĕ
Салтак çемье çавăрма та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрнĕ
Салтак çемье çавăрма та, сасăлава хутшăнма та ĕлкĕрнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: