Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
17 Мартӑн , 09:38

Сасăлава Пушкăртстанри 64,82 % суйлавçă хутшăннă

Республикăра Раççей президентне суйламалли виççĕмĕш кун пуçланчĕ, 3308 суйлав участокĕнче ирхи 8.00 сехетрен пуçласа çирĕплетнĕ йĕркепе суйлавçăсене йышăна пуçларĕç. Малтанхи икĕ кун хушшинче регионта суйлав законне пăснă тĕслĕхсем пулман.

Сасăлава Пушкăртстанри 64,82 % суйлавçă хутшăннă
Сасăлава Пушкăртстанри 64,82 % суйлавçă хутшăннă

- Март уйăхĕн 16-мĕшĕн 20.00 сехет тĕлне пурĕ 1 904 036 суйлавçă сасăлава хутшăннă. Çакă вăл мĕнпур суйлавçăсен 64,82 проценчĕ пулать, - пĕлтернĕ Пушкăртстанри Тĕп суйлав комиссинче.

Агидель хула округĕнче тата 22 район муниципалитетĕнче суйлава хутшăннисен шучĕ 70 процент урлă каçнă.

Республикăри чăваш ялĕсенче те суйлав юхăмĕ ăнăçлă пырать. Ĕнерхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, сăмахран Давлекан районĕнчи Чуюнчă Николаевкăри 1750-мĕш суйлав участокĕнче 345 суйлавçăран 60 ытла проценчĕ сасăланă.

- Паян вара кăтартусем тата пысăкрах пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесе ял халăхĕ ытларах вырсарни кун суйлава çÿреме хăнăхнă. Çак йалана суйлавçăсем пăхăнни, тытса пыни сисĕнет. Унсăр пуçне паянах Çăварни уявĕ те иртмелле, - кĕскен паллаштарчĕ суйлав участокĕн председателĕ Светлана Петрова.

Сăмах май, çак участокра Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Ильина пурăнать. Ирина Сергеевна мăшăрĕпе, Анатолий Павловичпа, суйлавăн пĕрремĕш кунĕнчех сасăлава хутшăннă. Ĕнер вара вăл хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă тунă. Эпир те ăна çак уяв ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

#ВыбираемПрезидента #Башкортостан #БашВыбор2024 #Всей_семьёй

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: