Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
17 Мартӑн , 13:10

Тăхăр вун иккĕри кинемей чи малтан сасăланă

Раççей Федерацийĕн президентне суйлас политика кампанине Пелепей районĕнчи Слакпуç ял Канашне кĕрекен суйлавçăсем те (1240-мĕш участок) хастар хутшăнаççĕ. Ял урамĕсемпе иртнĕ май чăвашла юрă-кĕвĕ янранине илтме пулать, çакă чĕрере уяв кăмăл-туйăмĕ çуратать.

Тăхăр вун иккĕри кинемей чи малтан сасăланă
Тăхăр вун иккĕри кинемей чи малтан сасăланă

Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче 12 00 сехет тĕлне кунта 423 суйлавçăран 309-шĕ çĕршывăн малашлăхĕшĕн сасăланă. Ку вăл 73 процент пулать.

Паян суйлав учатокне ашшĕ-амашĕсемпе пуçласа Артем Иванов килнĕ. Вăл - Пелепейĕнчи механизаципе электрификаци колледжĕн студенчĕ. Суйлав комиссийĕн председателĕ Ольга Андреева пуçласа суйлава хутшăнакан çамрăка асăнмалăх парне панă.

Март уйăхĕн 15-мĕшĕнче 92 çулхи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зинаида Моисеевна Юрина пĕрремĕш пулса сасăлав бюллетенне урнăна янă. Ялти чи ватă çынсенчен пĕрне парнепе чысланăсăр пуçне «Рахман -2024» акци билетне тата тавар туяннă е пулăшу илнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курмалли талон та панă

Рима СУЛТАНОВА.

Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

#ВыбираемПрезидента #Башкортостан#Башкортостан #БашВыбор2024

Тăхăр вун иккĕри кинемей чи малтан сасăланă
Тăхăр вун иккĕри кинемей чи малтан сасăланă
Тăхăр вун иккĕри кинемей чи малтан сасăланă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: