Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
17 Мартӑн , 14:45

Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă

Пушкăртстанри Белорецск районĕн Усмангали ялĕнчи суйлав комиссийĕн пайташĕсем суйлав ещĕкĕпе тайгара пĕччен çур ĕмĕр пурăнакан 90 çулхи Кинзягула Салимгареев патне çитнĕ.

Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă
Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă

«Палăртнă вырăна снегоходпа çитрĕмĕр, мĕншĕн тесе унта çул çук. Вăл пире кăмăллă кĕтсе илчĕ, пулăшнăшăн тав турĕ. Пирĕн çĕршывшăн тăрăшаканшăн, Раççере пурте йĕркеллĕ пултăр тесе сасăларăм терĕ. Арçын кĕркунне тепĕр суйлав пуласси çинчен те пĕлет, пире кĕтнине систерчĕ», -  каласа панă участокри суйлав комиссийĕн пайташĕ Алия Сафуанова.

Революциччен Субхангул ялĕнче, халăхри пек каласан Урман-реветь, 120 ытла кил-çурт пулнă. Хрущев вăхăтĕнче вăл малашлăхсăр ял пулнă:  аслă çултан аякра вырнаçнă, электричество линийĕ тăсма хаклă пулнă. Çул тăвасси тата та хака ларнă. Çавăнпа та кунта пурăнакансене пурне те урăх вырăна куçса кайма сĕннĕ. Чылайăшсем çапла тунă та – япалисене пуçтарса, кил-çурчĕсене сÿтсе-салатса лайăх пурнăç шырама тухса кайнă.

«Эпĕ сунарçă, сунарçа кунта лайăхрах. Мана çынсем патне туртмасть, тискер чĕр чунсем ытларах килĕшеççĕ, вĕсене çывăх пулас килет. Çывăх çынсем темиçе хут та куçса кайма ÿкĕтлерĕç, анчах та эпĕ хамăнни çинчех тăтăм: «Мĕн тăвас тетĕр, çавна тăвăр, эпĕ вара килтен тухмастăп терĕм», -  2019 çулта журналистсемпе тĕл пулнине аса илнĕ ватă çын.

#ВыбираемПрезидента #Башкортостан#Башкортостан #БашВыбор2024

Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă
Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă
Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă
Çур ĕмĕр тайгаран тухмасăр пĕччен пурăнакан арçын сасăлава хутшăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: