Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
18 Мартӑн , 08:50

Пушкăртстанра Владимир Путиншăн 90,96% суйлавçă сасăланă

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыв президентне суйланă чух Пушкăртстанри суйлавçăсен 90,96 проценчĕ (малтанхи шутлава шута илсен) Владимир Путин кандидачĕшĕн сасăланă. Çакă 2018 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 13 % нумайрах. Ун чухне Путиншăн 77,69 % суйлавçă пулнă.

Пушкăртстанра Владимир Путиншăн 90,96% суйлавçă сасăланă
Пушкăртстанра Владимир Путиншăн 90,96% суйлавçă сасăланă

Раççей Федерацинчи коммунистсен партийĕн (КПРФ) представителĕшĕн Николай Харитоновшăн 3,64 % суйлавçă сас панă, Раççейри либераллă демократсен партийĕн (ЛДПР) ертÿçишĕн Леонид Слуцкийшĕн – 2,61%, «Çĕнĕ çынсем» политика партинчи Владислав Даванковшăн – 1,93 %.

Раççей масштабĕпе илсен çакă паллă, Владимир Путин Раççей президенчĕн суйлав мероприятийĕнче 87,32 % сас пухнă. Çакна РФ Тĕп суйлав комиссийĕн кăтартăвĕсем, 95 процент бюллетеньсене пăхса тухса шута илнĕ хыççăн, çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: