-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕр çичĕ çулхи кинемей хăйĕн сассине килте панă. Вăл кĕçĕн мăнукĕсемпе вĕсен ачисен малашлăхĕ телейлĕ пултăр тесе суйлав тунă.
Благовар районĕнче 102 çулхи ватă кинемей вара хăй суйлав участокне килсе çитнĕ. Минникамар Зайнетдинова Удрякбаш ялĕнче пурăнать. Паспортра çырнă тăрăх, сумлă ватă 100 çулта. Чăннипе вара вăл маларах çуралнă, 102 çул тултармалла. Çулĕсемпе самай аслă пулин те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн тăлăх арăмĕ кăмăлĕпе çирĕп те хастар. Вăл вăрмана çырла татма çÿрет, çĕр улми çумлать тесе çыраççĕ «Благовар хыпарĕсем» хаçатра.