+14 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Тĕп суйлав комиссийĕ Пушкăртстан Пуçлăхне суйланă чухне регион тулашĕнче – Мускавра, республикăн Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представительствинче – пĕр суйлав участокĕ уçма палăртать. Енчен те тĕрлĕ сăлтава пула хăш-пĕр суйлавçăсем суйлав кунĕсенче регистраци иртнĕ вырăнта пулаймасан, вĕсем «мобильлĕ суйлавçăпа» усă курма пултараççĕ. Унпа мĕнле усăланмалли çинчен БСТ телеканалти «Салям» кăларăмри тÿрĕ эфирта (ăна Республикăри управлени центрĕнче йĕркеленĕ) ПР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Азат Галимханов каласа панă.
https://vk.com/video-201146046_456245301
Юрий СНЕГОПАД.