Пур хыпар та
СУЙЛАВ
6 Сентябрӗн , 16:25

Благовещенскра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ сасăланă

Благовещенск хулинчи 1490 № суйлав участокĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ Фарит Гареев ПР Пуçлăхĕн суйлавĕнче хăйĕн сассине вăл е ку кандидатшăн панă.

Благовещенскра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ сасăланă
Благовещенскра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ сасăланă

Фронтовик Тăван çĕршывăн патриочĕ пулнă май, хăйĕн гражданла позицине хÿтĕлет, çавăнпа та паян сасăлавăн пĕрремĕш кунĕнче республика пуласлăхне суйлать. Сумлă ватă тĕрлĕ шайри суйлавсене яланах хутшăнать, суйлав участокне те пĕрремĕш пулса пырать.

Сасăлав хыççăн ветерана асăнмалăх парне панă, пурнăçри хастар позицишĕн чунтан тав тунă.

- Пирĕн пек нумай нациллĕ республикăн вăйлă та ăслă-тăнлă ертÿçĕ пулмалла, - палăртнă Фарит Кабирович.Халăх, кама суйланинчен, пирĕн тăван Пушкăртстан мĕнле аталанассине ăнланмалла.

Благовещенск районĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранĕ Фарит Гарев Сахалинпа Курил утравĕсене ирĕке кăларассишĕн пыракан çапăçусене хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, вăл вунă çула яхăн службăра тăнă.

Унăн кăкăрĕ çинчи наградăсем, вĕсен хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степень орденĕ пурри те вăл чаплӑ çул утса тухнине çирĕплетет.

Благовещенскра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ сасăланă
Благовещенскра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ сасăланă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: